«Электронлӑ сӑмахсар» сайт паян ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ. Сӑмах 1982 ҫулта Мефодий Чернов хатӗрлесе кӑларнӑ «Чӑвашла-вырӑсла фразеологи словарӗ» пирки пырать. Ку сӑмахсарта эсир глаголпа ят сӑмах фразеологизмӗсене тупма пултаратӑр. Словарьти чылай статьяна тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ.
Ку ӗҫе Чӑваш чӗлхин кунӗ ҫывхарса пынӑ май пурнӑҫланӑ. Электронлӑ варианта вырнаҫтарас ӗҫе пурнӑҫлакансем: Николай Плотников (словаре сканерлани, саспаллани, сайта вырнаҫтарни), Алина Иванова (текста саспалланӑ хыҫҫӑн тӳрлетсе тухни).
Аса илтеретпӗр, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» тӑрӑшнипе тытса тӑракан «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра паянхи куна илес пулсан тӗрлӗ словарьсемпе паллашма пулать: чӑвашла-вырӑсла словарьсем, вырӑсла-чӑвашлисем, ҫавӑн пекех кунта чӑвашла-эсперанто, чӑвашла-нимӗҫле, чӑвашла-тутарла тата ытти куҫару словарӗсем пур. Унсӑр пуҫне сайтра этимологи тата ытти йышши сӑмахсарсене вырнаҫтарнӑ. Паян, тӗслӗхрен, сайт фразеологи словарӗпе пуянланчӗ.
Пушкӑртстанра «Халӑх туслӑхӗ – кӗнекере» наци ача-пӑча литературин регионсен хушшинчи кунӗ иртнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Мероприятие Ӗпхӳри А.З. Валиди ячӗпе хисепленекен Наци библиотекинче йӗркеленӗ. Унтан Чӑваш Енрен те ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ. Вӗсене сӑнӳкерчӗкре курма пулать.
Пушкӑртстанра пурӑнакан чӑвашсемпе те тӗлпулу иртнӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче пӗтӗм тӗнчери V ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ят панӑ ӑна.
Конференцие уҫнӑ ҫӗре Культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тата Шупашкарти 60-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Культура институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхене упраса хӑварас ыйту тавра ҫивӗч калаҫу пулса иртнӗ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче пулӗ.
Эрне ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Машукпа Мишук» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна В. Швембергер ӗҫӗпе лартнӑ.
Спектакле театр ака уйӑхӗн 24 тата 25-мӗшӗсенче 12 сехетре, 27-мӗшӗнче 15 сехетре кӑтартӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» моноспектакль пулӗ. Унӑн авторӗ – Ольга Туркай.
Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Шупашкарта чӑвашла баннерсем вырнаҫтарма палӑртнӑ. Акӑ вӗсенчен пӗри. Унта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Анна Иванова сӑнарланнӑ.
101 ҫулти кинемей Зинаида Воронова модельер ӑсталанӑ чӑваш наци кӗпипе. Кун пирки Елизавета Долгова «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ун пек баннерсене республикӑри «Хастар» ушкӑн пуҫарӑвӗпе хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Шупашкарта вырнаҫтарӗҫ.
Патӑрьелӗнче шӑпӑрлансем пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Унта ача пахчине ҫӳрекенсем хушшинче «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» сӑвӑ конкурсне иртнӗ.
Патӑрьелти «Юмах» ача пахчине ҫӳрекен Екатерина Ялукова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки Мая Селендеева-Салампи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Катя «ача садне ҫӳрекенсем хушшинче ирттерекен «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» сӑвӑсен конкурсне манӑн «Пуканеҫӗм, пукане» сӑввӑмпа хутшӑннӑ. 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ», – хыпарланӑ вӑл.
Чӑваш Енре автор ҫырнӑ юмахсен конкурсене ирттерме йышӑннӑ. «Халӑх хӑватӗнче – пуласлӑх» автор юмахӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн «Фольклористика» уйрӑмӗн ертӳҫи, халӑх академикӗ Эдисон Патмар пуҫарнипе Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ ирттерет.
Академин пайташӗ Елизавета Долгова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса ирттернин тӗллевӗ – чӑваш чӗлхине аталантарасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесем хавхалантарассине хыпарланӑ.
Материалсем чӑвашла пулмалла. Юмах А4 калӑпӑшлӑ хут ҫинче 5 страницӑран ытла пулмалла мар. Шрифчӗ – 14.
Ӗҫсене раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен dolgovaliza2009@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вӑтам шкулта Виктор Чугаров режиссёр ӳкернӗ «Чӑваш чӗлхи» фильма кӑтартнӑ.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Телей юрӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ача чухне вӑл ман пекех чӑвашла калаҫма пӗлмен. Тӑван чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ калама ҫук пысӑк пулнӑран вӑл тӑван чӗлхене ӑша илнӗ ҫеҫ мар, Парижра тата Берлинта пурӑнакан чӑвашсемпе тӗл пулса вӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Фильмра вӑл пуринпе те чӑвашла калаҫать. Ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать».
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Уявсен кӑшӑлӗ. Наши праздники» коллективлӑ сборник тата открытка пуххи пичетленсе тухнӑ. Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Екатерина Васильева. Тиражӗ – 1500 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫӗнӗ кӗнеке уявсемпе ҫыхӑнни ятӗнченех паллӑ. Вӑл вун икӗ пайран тӑрать. Сӑвӑ пуххине официаллӑ патшалӑх, наци, халӑхсем хушшинчи тата ытти уявсем кӗнӗ. Вӗсем ҫинчен ачасене кӑна мар, ҫитӗннисене те вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулӗ. Датӑсене календарьти йӗркепе мар, уявсен пӗлтерӗшне кура вырнаҫтарнӑ. Паллашу кӑрлач уйӑхӗнчен – Ҫӗнӗ ҫулран – пуҫланать. Малтан уяв ҫинчен икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – ҫырса панӑ, унтан чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырнаҫтарнӑ».
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи тӳре-шара культура сферинче професси уявӗпе чӑвашла саламланӑ.
«Эсир тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тесе тӑрӑшатӑр. Ҫак ӗҫе ял ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫлатӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫак ӗҫе явӑҫтаратӑр. Вӗсем хамӑрӑн ҫӗршывӑн мухтавлӑ историйӗпе пуян культурине ӑша хывса ӳсчӗр тесе сахал мар ӗҫ туса ирттеретӗр.
Муркаш тӑрӑхӗнче пӗр мероприяти те культура ӗҫченӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. Художество пултарулӑх ушкӑнӗсем кашни уява илем кӳреҫҫӗ. Эсир ял ҫыннисен канӑвне, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме тӗрлӗрен майсем туса паратӑр. Тавах сире хӑвӑрӑн тивӗҫӗре чун-чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланӑшӑн, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӑршӑн», — тесе ҫырнӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Матросовӑн тата Депутатсен Муркаш муниципаллӑ округӗн пухӑвӗн председателӗн Александр Ивановӑн саламӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |